Усăллă

23 Раштав, 2015

КĂВАКАЛ ÇĂВĔ УЙРĂМАХ ПАХА

Сиплĕ выльăх çăвĕсем хушшинче кăвакал çăвĕ уйрăм вырăн йышăнать. Чи малтанах вăл - тĕлĕнмелле паха çуллă йÿçексен çăлкуçĕ. Çак йÿçексемсĕр этем организмĕ йĕркеллĕ ĕçлеме пултараймасть. Вĕсене пĕр орган та туса кăларайманнине кура унăн саппасне апат урлă пĕрмай çĕнетсе тăма тивет.

Паха çак йÿçексемсĕр пуçне кăвакал çăвĕнче сывлăхшăн усăллă микроэлементсем холин, селен тата Е витамин, олеин йÿçекĕ, бетаин, В4 витамин нумай. Асăннă витаминсемпе йÿçексем клеткăсен хупписене йĕркелеме тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.

9 Авăн, 2015

ВИТАМИНЛĂ ШĔВЕК ĔÇСЕ

Организма шлаксемпе наркăмăшсенчен тасатма, ытлашши шĕвеке кăларма, витаминсемпе, минералсемпе, клетчаткăпа пуянлатма çак тапхăрта уйрăмах аван. Ку тĕлĕшпе витаминлă шĕвексем витĕмлĕ пулăшаççĕ. Вĕсене кулленхи рациона кĕртме тăрăшмалла.

Иçĕмпе апельсин

Пысăк çыхă иçĕм çырлипе тасатнă вăтам апельсина блендера ярса çавăрттармалла. Шĕвеке ирхине ĕçмелле.

Иçĕм сĕткенĕнче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçĕшĕн усăллă кали тата нерв тытăмĕшĕн усăллă В ушкăнри витаминсем нумай.

19 Çурла, 2015

СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТМА

Статистика тăрăх - тĕнчери халăхăн 40 проценчĕ хускану аппарачĕн мĕнле те пулин чирĕпе аптрать. Çав шутра - тăвар пухăннипе те. Сывлăха лайăхлатма пĕтĕм организма тасатни кирлĕ. Çак ĕçе пыршăлăхран пуçламалла.

Рис

12 Çурла, 2015

КИШĔР ÇУ ЮРАТАТЬ...

Кишĕр - А провитаминпа, ĕне ашĕ - тимĕрпе, сĕт çимĕçĕсем кальципе пуян. Çак усăллă витаминсемпе минералсене ытларах вăхăта упраса хăварма тата вĕсене организм йышăнассине лайăхлатма диетологсем хăш-пĕр йĕркене пăхăнма сĕнеççĕ.

А витамин

Кишĕрти А витамина йышăнма çусем кирлĕ. Çавăнпа бетакаротинпа пуян çимĕçсене /сарă тата хĕрлĕрех сарă чылай улма-çырлапа пахча çимĕç - кишĕр, томат, кавăн, пылак пăрăç, сырлан, персик, абрикос/ тип çу, услам çу е сĕт продукчĕсем хушмалла. Тĕслĕхрен, кишĕр салатне пĕр кашăк хăйма е çу ярсан аван.

27 Çу, 2015

КУКША ПУÇ МУХТАВА ТИВĔÇ

Авалхи паллă сиплевçĕ Авиценна кукша пуçа /одуванчик/ пысăка хурса хакланă, унăн витĕмĕпе чылай чиртен сыватнă. Варенийĕ питĕ пахине те пурте пĕлеççĕ пулĕ-ха. Халĕ ăна хатĕрлеме шăпах вăхăт çитрĕ. Меслечĕ ансат.

Pages