КИШĔР ÇУ ЮРАТАТЬ...

12 Çурла, 2015

Кишĕр - А провитаминпа, ĕне ашĕ - тимĕрпе, сĕт çимĕçĕсем кальципе пуян. Çак усăллă витаминсемпе минералсене ытларах вăхăта упраса хăварма тата вĕсене организм йышăнассине лайăхлатма диетологсем хăш-пĕр йĕркене пăхăнма сĕнеççĕ.

А витамин

Кишĕрти А витамина йышăнма çусем кирлĕ. Çавăнпа бетакаротинпа пуян çимĕçсене /сарă тата хĕрлĕрех сарă чылай улма-çырлапа пахча çимĕç - кишĕр, томат, кавăн, пылак пăрăç, сырлан, персик, абрикос/ тип çу, услам çу е сĕт продукчĕсем хушмалла. Тĕслĕхрен, кишĕр салатне пĕр кашăк хăйма е çу ярсан аван.

Шывра ислетсе

Хăш-пĕр çимĕçри усăллă япаласене лайăхрах йышăнма вĕсене малтан шывра тытни пулăшать. Чи малтанах ку фитин йÿçекĕллĕ мăйăра пырса тивет. Мĕншĕн тесен вăл апат ирĕлтерекен ферментсене пусăрăнтарать, çакна пула тутлăхлă япаласене, çав шутра магнипе тимĕре, йышăнассине йывăрлатать. Шыв вара йÿçек шайне чакарать. Çавăн пекех малтан ислетсе лартни типĕтнĕ улма-çырлана йышăнассине лайăхлатать.

Ăшăтмалла мар!

Хăш-пĕр çимĕçĕн тутлăхлă пахалăхне упраса хăварма ăна ăшăтмасан, май килнĕ таран сахалрах тирпейлесен лайăхрах. Чи малтанах ку С витаминпа пуян апата пырса тивет. С витамин питĕ ачаш, типĕтнĕ, ăшăтнă, вакланă чухне арканать.

Пачах урăхла

Помидорпа пачах урăхла, ăшăтсан унăн пахалăхĕ лайăхланать кăна. Томата пĕçерсен ликопин нумай пухăнать. Ликопин - вăйлă антиоксидант, онкологи чирĕсем аталанас хăрушлăха чакарать, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне, куçсене хÿтĕлет. Çавна май томат пастинче ликопин чĕрĕ помидорта пурринчен чылай ытларах.

Тимĕр пухма

Тимĕре лайăхрах йышăнма унпа пуян продуктсене чĕрĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа, ешĕлпе /вĕсенче тимĕре кирлĕ аскорбин йÿçекĕ пур/ пĕрле çини пулăшать. Какая вара сĕт продукчĕсемпе пĕрле çимесен тĕрĕсрех, мĕншĕн тесен тимĕрпе кальци конкурентсем пулнă май пĕр-пĕрне йышăнма чăрмантараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.