УКРАИНĂРИ ЛАРУ-ТĂРУ ТАВРА
«Чунлăхăршăн - тав»
Вăрçă - синкерлĕ пулăм: вилĕм, çухату, йывăрлăх, терт-нуша илсе килет. Украинăри граждан вăрçин кĕрлевĕ пин-пин çынна вырăнтан хускатнă. Хăйсем патĕнче хÿтлĕх тупайманран вĕсене урăх патшалăхсем пулăшу алли тăсса параççĕ. Вăл шутра - Раççей те. Чăваш Ен халăхĕ те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене ăш пиллĕн кĕтсе илет. Хальлĕхе, ĕнерхи кун тĕлне, пирĕн пата Украинăран пине яхăн çын куçса килнĕ. Нушара никама та хăйĕн терт-асапĕпе куçа-куçăн хăварман: кашнинех пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Чылайăшĕ ĕç вырăнĕ те тупнă ĕнтĕ.