Украина

25 Авăн, 2015

Кам пĕрремĕш пуçлать - çав выляса ярать

Украинăри лару-тăру пирки çĕннине нимĕнех те калаймăн. Лайăххи нимĕн те çук, вăрçă пырать. Çакна федераци телеканалĕсем Донецкри тата Луганскри ватăсене çунса кăмрăкланнă çурчĕсен умĕнче, Мускава самолетпа сипленме илсе килекен сусăрланнă ачасене кăтартса куллен ĕнентереççĕ. Анчах çав репортажсенче тем каласа çитерейменни сисĕнет - Донбасри нумай хваттерлĕ арканнă çуртсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем хăйсен ылханне такам çине янăн туйăнать.