Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕп телеканалсем тата радио урлă халăхпа вунтăваттăмĕш хут хутшăнчĕ. 3 сехет те 40 минутра вăл граждансен 80 яхăн ыйтăвне хуравларĕ. Пурĕ вара Раççейре пурăнакансем 3 миллиона яхăн ыйту янтăланă Президент валли.