тăрри йăтăнса аннă пысăках мар çурт:

20 Кăрлач, 2015

Ĕçчен çемье ĕмĕчĕсене путлантарнă пушар

Çунса кăмрăкланнă, тăрри йăтăнса аннă пысăках мар çурт: пĕр пайĕ йывăçран, тепри - кирпĕчрен. Пураласа туни ытларах сиенленнĕ. Йĕри-тавра - çунса пĕтеймен япаласем, кил-тĕрĕшре усă курнăскерсем... Чуна ыраттаракан çак ÿкерчĕк кунта пысăк инкек пулнине систерет.