Тарифсем

29 Утă, 2016

Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕ 4,4% ÿсет

Тарифсем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланасси çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ертсе пыракан компанисем пурăнакан вырăн хуçисене укçа мĕн чухлĕ тÿлеттерессине çитес уйăх пуçламăшĕнче кашни çемьене çитерекен квитанцисенчен пĕлĕпĕр.

15 Пуш, 2016

Коммуналлă пулăшу тарифĕсем ÿсеççĕ-и?

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех юлаççĕ. 2016 çулта пĕрре çеç — утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — улшăнаççĕ.

Ăшă энергийĕ республикăра пурăнакансемшĕн 2,4-13,7% хакланать /пĕлме: Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби ресурссемпе тивĕçтерекен кашни организаци валли пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе, унта вĕри тата сивĕ шыв парса тăрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене çирĕплетет/.

Pages