Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕ 4,4% ÿсет

29 Утă, 2016

Тарифсем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланасси çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ертсе пыракан компанисем пурăнакан вырăн хуçисене укçа мĕн чухлĕ тÿлеттерессине çитес уйăх пуçламăшĕнче кашни çемьене çитерекен квитанцисенчен пĕлĕпĕр. Унччен улшăнусем патне тепре таврăнар-ха. «Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Республикин конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина ЕГОРОВА хуравлать.

— Раççей Правительстви тÿлев виçи вăтамран регионсенче, çав шутра Чăваш Енре те, 4,4% ÿсессине палăртрĕ, — терĕ Альбина Егоровна. — Хăшпĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕнче вăтам ÿсĕм кăтартăвĕ çумне тата 2,3% хушăнĕ, вара ÿсĕм индексĕ 6,7% пулĕ.

— Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче пирĕн республика ку енĕпе хăш вырăнта?

— Вăтам шайра. Чи пысăк индекс Пенза облаçĕн — 5,9%, чи пĕчĕкки удмуртсен — 4%.

— 2015 çулта пурăнмалли вырăна хутса ăшăтнăшăн, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн, хура шыва çуртран юхтарса кăларнăшăн çирĕплетекен нумай вăхăтлăх тарифсене ĕçе кĕртнине пĕлетпĕр. Хаçат вулаканĕсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене юлашки хут хăçан пысăклатнине тепре аса илтерĕр-ха.

— 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Вĕсем кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕчченех вăйра тăчĕç, çулталăк улшăнмарĕç. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнчĕç.

— Ял тата хула çыннисем электроэнерги хакĕ хăпарчĕ теççĕ. Мĕн чухлĕ ÿснине ăнлантарса парăр-ха.

— Хула çыннисемшĕн унăн кашни киловатт сехечĕ 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче 2,8 тенкĕ пулнă, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2,98 тенкĕ — 18 пус /6,4%/ — хакланнă. Ял çыннисен тата стационарти электроплиталлă çуртра пурăнакансен 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче 1,96 тенкĕ тÿлемеллеччĕ, çак уйăх пуçламăшĕнчен 2,09 тенкĕ тÿлеме пуçларĕç — хак 13 пус /6,6%/ ÿсрĕ.

— Газ хакĕ еплерех ÿсет?

— 2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче кашни кубла метр 5,04 тенкĕ тăнă, ку уйăхран уншăн 5,17 тенкĕ тÿлемелле — 13 пус /2,6%/ хакланчĕ.

— Пурăнмалли вырăна ăшă энергийĕпе, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн, унтан хура шыв юхтарса тăнăшăн служба ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем валли тарифсем çирĕплетесси çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. Çак ыйту çинче каллех чарăнса тăрар-ха.

— Служба пурăнмалли çуртсене ăшă энергийĕ парса тăрассишĕн — 77, вĕри шывпа тивĕçтерессишĕн — 33, пăрăхпа сивĕ шыв çитерессишĕн — 54, çуртран хура шыв юхтарассишĕн 40 организаци валли тарифсем çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсене кирлĕ укçа-тенкĕ çаврăнăшне шутсăр пысăклатса ан яччăр тесе тариф политикине тĕрĕс тытса пытăмăр — республика экономика эффекчĕ 2014 çулта — 5,8, 2015 çулта 4,9 миллиард тенкĕлĕх курчĕ.

— Хăшпĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕнче тÿлев 6,7% ÿснĕ. Хак çак шайран ытларах хăпаракан тĕслĕхсем пулĕç-и?

— Раççей Правительствин 2014 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнче коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансем тÿлекен укçа виçине улăштармалли индекса йĕркелемелли никĕс» йышăну кăларнă. Хака 6,7% ытларах хăпартасси унпа килĕшÿллĕн пулса иртет. Правительство 6,7% е ытларах ÿстерес ыйтăва татса пама муниципалитет влаçне шаннă. Калăпăр, коммуналлă инфратытăма çĕнетмелле, çак тĕллеве пурнăçлама укçа нумай кирлĕ. Организацисенче çÿлте асăннă индекса пысăкрах çирĕплетсе тĕрлĕ сетьсене, ăшă энергийĕ парса тăмалли пăрăхсене улăштарма укçа çителĕклĕ ямалла теççĕ. Вĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен 6,7% ытларах ÿстерме ыйтаççĕ. Вырăнти депутатсем индекса çав шайран хăпартма пуçару тăваççĕ.

— Кун пек муниципалитет йĕркеленĕвĕ миçе?

— Вуннăшĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен палăртнă шайран пысăкрах ÿстерес ыйтупа республика Пуçлăхĕ патне тухнă. Ку йышра — Улатăр, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар районĕнчи Лапсар, Канаш районĕнчи Хучел, Красноармейски районĕнчи Красноармейски ял, Вăрнар районĕнчи Вăрнар, Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç хула тăрăхĕсем.

— Çакăн çинчен тĕплĕнрех ăнлантараймăр-и?

— 33 тăваткал метр йышăнакан хваттерте пурăнакан пĕр çыншăн коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕ Шупашкарта — 8,1%, Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхĕнче 7% ÿсет. Çак хăпартусем çирĕплетнĕ инвестици-производство программисене пурнăçлассипе — шывпа, ăшă энергийĕпе тивĕçтермелли пăрăхсене улăштарнипе — çыхăннă. Çĕнĕ Шупашкарта — 8,23%, Канаш хулинче тата районĕнчи Хучел ял тăрăхĕнче — 7,7 тата 6,3%, Улатăрта — 6,8%, Çĕмĕрлере — 8,6%, Вăрнар районĕнчи Вăрнар хула тăрăхĕнче — 5,4%, Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç хула тăрăхĕнче — 12,5%, Красноармейски районĕнчи Красноармейски ял тăрăхĕнче 6,5% ÿсет.

— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕнче сивĕ шыв парса тата çуртран хура шыв юхтарса тăнăшăн тытакан укçан тÿпи мĕн чухлĕ?

— 6-14%. Тата çакна каламалла: указра 254 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче хайхи индекс Раççей Правительствин 2182-р-мĕш хушăвĕнче палăртнă пек — 4,4%. 33 тăваткал метр йышăнакан хваттерте пурăнакан пĕр çыншăн электроэнергипе, газпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕн хакĕн тÿпи 3% яхăн пулать.

— Тата мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

— 32 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче индекс 6,7% палăртнă. Вĕсен списокне «Хыпарта» пĕрремĕш çур çулта пичетленĕччĕ. Унпа служба сайтĕнче те паллашма пултаратăр. Çакна палăртмалла: коммуналлă пулăшу хакĕн улшăнăвĕ çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кашни хваттер хуçишĕн расна пулать. Уйрăмлăх пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕнчен килет. Çапах та ÿсĕм Указра сирĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕ валли республика Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ индексран пысăкрах пулмалла мар.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.