Коммуналлă пулăшу тарифĕсем ÿсеççĕ-и?
15 Mar, 2016 | Хыпар | ЖКХ | Тарифсем

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех юлаççĕ. 2016 çулта пĕрре çеç — утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен — улшăнаççĕ.

Ăшă энергийĕ республикăра пурăнакансемшĕн 2,4-13,7% хакланать /пĕлме: Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби ресурссемпе тивĕçтерекен кашни организаци валли пурăнмалли вырăна хутса ăшăтассипе, унта вĕри тата сивĕ шыв парса тăрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене çирĕплетет/.

Сивĕ шывпа тивĕçтерессипе тата таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшу тарифĕсем 0,5-25% ӳсеççĕ. Вĕсен тӳпи пĕтĕм тӳлевре çынсене тӳлеме ярса паракан квитанцире 5,8-13,8% пулать.

Халăха ваккăн сутакан çут çанталăк газĕн хакĕ /кашни куб.м.тенкĕпе/

2015 çулхи раштавăн

31-мĕшĕ тĕлне 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен /прогноз/

2015 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчипе танлаштарсан 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнни, %
5,03985 5,14065 102 №10 пус№

 

Халăха ваккăн сутакан çут çанталăк газĕн хакĕ 2% ӳсмелле /хальлĕхе ку хака çирĕплетмен-ха/.

2016 çулта халăха парса тăракан электроэнерги тарифĕсем /кВт с/тенкĕпе/

Кăтартусем 2015 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен

2015 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчипе танлаштарсан 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнни, % /пус/

 

Хула халăхĕшĕн 2,80 2,98 106,4 /18 пус/
Ял халăхĕшĕн 1,96 2,09   106,6 /13 пус/

Раççей Правительствин 2015 çулхи юпа уйăхĕн 2182-р хушăвĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикинчи граждансен кăçалхи коммуналлă пулăшу тӳлевĕсен вăтам ӳсĕмне çирĕплетнĕ. Вĕсем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çулталăк каяллахинчен 4,4% хушăнаççĕ. 2014 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 2222-р хушура 2016 çул валли республикăшăн палăртнă индексран /4,4%/ муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата 2,3% ӳстерме ирĕк панă.

Çапла вара хăшпĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕнче кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен граждансен коммуналлă пулăшу тӳлевĕ чи нумаййи 6,7% ӳсет.

Республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 181-мĕш указĕпе республика Пуçлăхĕн 2014 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 65-мĕш «Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи граждансен коммуналлă пулăшу тӳлевĕсен чи пысăк индексĕсем çинчен» указне улшăну кĕртнĕ — республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи граждансен коммуналлă пулăшу тӳлевĕсен 2016-2018 çулсенчи индексĕсен чи пысăк виçине тата 2016 çул валли палăртнă чи пысăк индекссене ăнлантарса панине çирĕплетнĕ.

2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 10 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче /Улатăр, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Красноармейски районĕнчи Красноармейски, Шупашкар районĕнчи Лапсар, Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхĕсем, Вăрнар районĕнчи Вăрнар, Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç хула тăрăхĕсем/ индекс 6,7% та ытларах пулĕ.

32 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче /Патăрьел районĕнчи Патăрьел, Куславкка районĕнчи Энтри Пасар, Кунер, Тĕрлемес, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски, Хуракасси, Канаш районĕнчи Вăтакас Кипеч, Пăрачкав районĕнчи Пăрачкав, Вăрмар районĕнчи Чулкаç ял, Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав, Чурачăк, Шупашкар районĕнчи Атайкасси, Вăрман Çĕктер, Ишлей, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь, Хĕрлĕ Октябрь, Макарин, Вырăс Улхашĕ, Тăванкасси, Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш, Мăн Шемертен, Иваньково, Мучар, Советски, Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк, Тăвай районĕнчи Тăвай ял тăрăхĕсенче тата Куславкка районĕнчи Куславкка, Вăрмар районĕнчи Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕсенче/ коммуналлă пулăшу тӳлевĕн индексĕ 6,7% пулĕ. Муниципалитетсен ытти 254 йĕркеленĕвĕнче вăл 2182-р хушура палăртнă чухлĕ — 4,4%.

Республикăра пурăнакансен коммуналлă пулăшу тӳлевĕ вăтамран 4,4% ӳсет. Коммуналлă пĕтĕм пулăшушăн, кунта сивĕ тата вĕри шыв, газ, электричество парса тăрасси, пурăнмалли вырăна хутса ăшăтасси, унтан хура шыва юхтарса кăларасси кĕрет, 33 тăваткал метр йышăнакан хваттерте пурăнакан пĕр çын пуçне тӳлев 6,4% хушăнать.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче коммуналлă пулăшу тӳлевĕ республикăра — чи пĕчĕккисенчен пĕри. Округри 14 субъектран Чăваш Енре сивĕ шывшăн тата пурăнмалли вырăнтан хура шыва юхтарса кăларнăшăн тӳлев чи пĕчĕкки, вĕри шыв тӳлевĕпе республика пĕчĕк хаклисен йышĕнче, электричество тӳлевĕпе — 3-мĕшĕнче, пурăнмалли вырăна хутса ăшăтнăшăн хуракан хакпа — 4-мĕшĕнче.

Коммуналлă пулăшу тӳлевĕ çемьен мĕнпур тупăшĕн 22% ытларах пулсан граждансене субсиди пама республикăн кăçалхи бюджетĕнче укçа пăхса хăварнă. ЧР Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — 2015 çулта 19793 çемье 204,5 млн тенкĕлĕх субсиди /кашни çемье пуçне вăтамран 861,2 тенкĕ/ илнĕ. Кунсăр пуçне коммуналлă пулăшушăн тӳлеме граждансене Раççей тата Чăваш Ен пама шантарнă çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ. Унпа 346354 çынна, республикăра пурăнакансен 28%, е кашни тăватă çынран пĕрне, тивĕçтернĕ. Вăл уйăхсерен кашни çын пуçне 530 тенкĕ тивнĕ.

Альбина ЕГОРОВА, ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи

 

Альбина Егорова

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.