Кайăк грипӗнчен
Çуркунне кăнтăртан кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли тапхăр. Ветеринари специалисчĕсем каланă тăрăх, çĕршыва кайăксен грипĕ килес хăрушлăх ӳсет.
Вирусăн çĕнĕ штамĕ — H5N8 — уйрăмах шухăшлаттарать. Раççейре çулталăк ытла /мартăн 26-мĕшĕ тĕлне/ кайăк грипне палăртман. Юлашки хут вăл 2019 çулта Ростов облаçĕнче шар кăтартнă. Анчах халĕ усал мур Европăра сарăлнă май пирĕн çĕршыв чикки патне те çывхарса пырать.