Кашни ĕç уншăн - çĕнĕлĕх
2014 çул вĕçнелле «Хыпар» Издательство çуртĕнче улшăнусем пулса иртрĕç. Вулакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăмсен малашнехи ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе ертсе пыма çĕнĕ çынсем килчĕç. Эпир, Тутарстанри чăвашсем, хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ çак çынсен йышĕнче хамăр ентеш те пулнăшăн питĕ савăнатпăр. Вăл - Сергей Степченко, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместителĕ. Сергей Петрович Шупашкарта нумаях пулмасть тĕпленнĕ те - тен, çавăнпа сирĕн патăрта вăл хальлĕхе питех палăрса та ĕлкĕреймерĕ пулĕ-ха, эпир вара, Хусан чăвашĕсем, ăна чылайранпа пĕлетпĕр, хисеплетпĕр.