социаллă тытăм ĕçченĕсем

16 Çĕртме, 2014

Чун ăшшине парнелеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче социаллă тытăм ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Асăннă мероприятие çак сферăра тăрăшакан ведомствăсен - ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн, РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, Медицинăпа социаллă экспертизăн республикăри тĕп бюровĕн представителĕсем пухăнчĕç.

Калаçу мĕн çинчен пынине "Чун ăшшине парнелеççĕ" материалта çырса кăтартнă.