Шанчăк сÿнмен-ха
Сиктермерĕн мана çемçе сăпкара...
Мăнçырмари шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Светлана Алексеевна Николаева та паттăр салтака, ентеше, Иван Филиппович Филиппова, юлашки çула ăсатма кайрĕ. Унта вăл хăйне ниепле те лăпкăн тытма пултараймарĕ. Капланнă куççульне шăла-шăла илчĕ. «Хĕрлĕ армеец чунĕ тинех тăван тăрăхра канăçлăхне тупрĕ. Уншăн савăнатăп.