Депутатсем паян ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 17-мĕш сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене кăнтăрла тĕлнех тишкерсе пĕтерчĕç — çапла хăвăрт ĕçлени сайра пулать.
Кунашкалли чылайранпа пулманччĕ: Патшалăх Канашĕн ĕнерхи 16-мĕш сессийĕн кун йĕркинчи саккун проекчĕсемпе çыхăннă тăхăр ыйтăва депутатсем пысăк хăвăртлăхпа, икĕ сехетрех, пăхса тухрĕç. Çийĕнчен вĕсенчен чылайăшне 41 сасăпа – пурте пĕр саслă пулса — ырларĕç. Апла пулин те хăш-пĕр ыйту пурпĕр тавлашу çуратрĕ.
Республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкересси ЧР Патшалăх Канашĕн паян уçăлнă черетлĕ 15-мĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Бюджета икĕ вулавпа раштавăн 4-мĕшĕччен йышăнмалла, çавăнпа ку сессие икĕ тапхăрпа ирттерме йышăннă, тепĕр хут ларусен залне депутатсем чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче пухăнĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн эрнекун иртнĕ черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулчĕ. <...>
Урмаел сала статусне тавăрчĕ
Сессин кун йĕрки çапла ансăрри сайра пулать — пĕтĕмпе те пилĕк ыйту кăна. Бюджет темине вĕçленĕ хыççăн