Сĕнтĕрвăрри районĕ

20 Çĕртме, 2017

Футболла выляма çăпата сырнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски футболпа туслă ял пулнă. Вырăнти «Энĕш» команда 1935 çулта йĕркеленнĕ.

Ялти шкулта ĕçлекен Иван Чупраков /1914 çулта çуралнă/ ачаран спортпа туслă пулнă: хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, çулла футболла вылянă. Çамрăксем валли вăл спорт вăййисем час-часах ирттернĕ, ачасене футболла выляма пухнă. Çав тапхăрта ялта футболла вылясси вăй илмен. Çавăнпа ăна курма карчăк-кĕрчĕк те тухнă. Сăмахран, Иван Губанов футболистсене пан улмипе хăналанă.

Pages