Комментари хушас

26 Раштав, 2013

"Тантăш" - Сĕнтĕрвăрри районĕнче

Пултаруллисенчен вĕренмелли чылай

11-мĕш класра вĕренекен Нина Охоткина, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕнче вĕренет. Вăл пĕлĕвне яланах ÿстерме тăрăшать. Районта иртнĕ предмет олимпиадисенче географипе пĕрремĕш, математикăпа иккĕмĕш, акăлчан чĕлхипе тата вырăс литературипе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Раççей шайĕнче акăлчан чĕлхипе иртнĕ «Интеллект-экспресс» конкурсра та çĕнтернĕ. Конкурса Интернет урлă йĕркелеççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ пике килтен тухмасăрах мала тухма пултарнă пирки чунтан хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Çак çĕнтерÿшĕн вăл шкулти мĕн пур вĕренекене ăшă сăмахпа тав тăвать.

Нина мĕн пĕчĕкрен ташлама ăста, çавна пулах ĕнтĕ 10 çул ытла Октябрьски клубĕн ташă кружокне çÿрет. Уйрăмах чăваш тата вырăс халăх ташшисене кăмăллать. Мари Республикинче регионсем хушшинче иртнĕ «Кĕмĕл пушмак» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă хĕр кĕнеке вулама, уроксене хатĕрленме, кил таврашĕнче ашшĕ-амăшне пулăшма яланах хатĕр. Шкултан вĕренсе тухсан Мускавра геолог профессине алла илесшĕн. Мĕнех, Нинăна ăнăçу сунар.

Алексей Мешков та, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, шкулта питĕ тăрăшуллă. Шкул чысне пĕрре мар хÿтĕленĕ каччă Шупашкарта обществознанипе иртнĕ олимпиада çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Чылай ачапа паллашнă вăл. Паян та вĕсемпе çыхăнсах тăрать. Истори, общество пĕлĕвĕ, географи предмечĕсемпе районта тупăшса пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак çитĕнÿсем учительсене те хавхалантараççĕ.

Лешăн ашшĕпе амăшĕ шкулта физкультура предметне ертсе пыраççĕ. Арçын ача вĕсенех пăхнă: спорта çав тери кăмăллать. Сĕтел çи теннис, волейбол, баскетбол, футбол вăййисене уйрăмах кăмăллать. Вĕренекенĕн пĕртен пĕр ĕмĕчĕ - пулас профессие медицинăпа çыхăнтарасси.

 

«Вун икĕ предметпа çĕнтересчĕ»

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Юлия Зорина кашни предмета кăмăллать. Мĕншĕн тетĕр-и/ Ара, районта иртекен мĕн пур предметпа тупăшăва хутшăнма ĕмĕт тытнă-çке. Хĕрĕн ларма-тăма вăхăт çук. Тĕплĕн хатĕрленет вăл вĕсене. «5» паллăпа çеç вĕренекен хĕр юрра-ташша та кăмăллать. Хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. Наукăпа практика конференцийĕсенче Юля çулсерен малти вырăнсене йышăнать. Ÿнер ăсталăхне алла илес тесе мĕн пур вăйран тăрăшать. Малашлăха ÿнер ăсталăхĕпе çыхăнтарассине те пытармарĕ.

 

Туслă класс

«Çак класра вĕренекен ачасем çав тери туслă, пултаруллă та хастар», - тет улттăмĕшсен ертÿçи Ирина Леонидовна Мясникова. Класра 14 ача пĕлÿ илет, пурте шкулти тĕрлĕ кружока е секцие çÿреççĕ. Шкулта иртекен мĕн пур конкурса хутшăнса çĕнтерме тăрăшаççĕ. Ачасем спектакльсемпе, концертсенче час-часах хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, ял-йыша, ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Туслăх мĕнне аван ăнланакан ачасем спорт вăййисенче, классем хушшинчи викторина ăмăртăвĕсенче палăраççĕ, пĕр-пĕриншĕн кар тăрса тупăшаççĕ. Çавăн пекех пирĕн класри кашни ача «Тантăш» хаçата çырăнса илет.

Кадетсем – шкул чысĕ

Ятарлă тум, пакунсем кирек кама та çирĕп кăмăллă пулма, йĕркене пăхăнма хистеççĕ. Вĕренекенсем кадет юхăмне тахçанах кĕнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ Суворов училищине каяс шухăшлă. Унта кĕрес пĕлĕве малалла ÿстерес тесен лайăх вĕренмеллине, çирĕп хул-çурăмлă пулмаллине аван пĕлеççĕ. Шкулти предметсене шĕкĕлченисĕр пуçне ачасем шахмат вăййине, самбо кĕрешĕвне, стройпа утассине, хореографие алла илеççĕ. Ытти класс ачисенчен ытларах урок пулни пăшăрхантармасть вĕсене. Тепĕр чухне урамра вăхăт ирттерекен юлташĕсене ăмсанаççĕ. Çапах та умри тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен самай тăрăшмаллине ăнланаççĕ. Çиччĕмĕшсемпе саккăрмĕшсем икĕ енлĕ хушма пĕлÿ илеççĕ. Кунта çамрăк çăлавçăсен тата çар медицинин ушкăнĕсем пур. Унсăр пуçне кадетсем тĕрлĕ конкурс-фестивальте юрлаççĕ, ташлаççĕ, парадсенче стройпа илемлĕ утса савăнтараççĕ.

Алексей ТОРГОВЦЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Октябрьски шкулĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Нина Охоткина

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.