саккунсем

 Раççейĕн Финанс министерстви хăй тĕллĕн ĕçлекенсем валли налук каникулне 2019 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăсса парасшăн.

2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре курорт налукĕ текен ăнлав вăя кĕрет. Эксперимент шайĕнче ăна Алтай, Ставрополь, Краснодар крайĕсенче тата Крым Республикинче «ĕçлеттерсе» пăхма палăртнă. Асăннă налука \çав тăрăхсене канма килекенсенчен илĕç. Унăн виçи талăкне 100 тенкĕ таран пулĕ.

* * *

Раççей Аслă сучĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ республикăри медицина организацийĕсене медикаментсемпе тата çынсене медпулăшу кÿнĕ чух усă курмалли материалсемпе тивĕçтерекен пĕртен-пĕр поставщик тесе йышăннă.

Николай ДМИТРИЕВ.

Сăмахăмăр – черетлĕ кану çумне хушса параканни пирки. Ĕç вăхăтне пăхăнман графикпа ĕçлекен Чăваш Енри муниципалитет служащийĕсен çулсерен канмалли вăхăт çумне хушса паракан тÿлевлĕ кун шучĕ виççĕрен ытла пулмалла мар.

Pages

Subscribe to саккунсем