Раççей кунне

11 Çĕртме, 2015

Раççей кунĕнче ‐ Атăл урлă

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршывра чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕрне - Раççей кунне - паллă тăватпăр. Вăл - халăх пĕрлешĕвĕн, ирĕклĕхпе тăнăçлăх палли. Паллă куна халалласа кашни хуларах тĕрлĕ мероприяти иртет. Пирĕн республика та айккинче юлмасть.