Пурнăç таппи

8 Ака, 2015

Каска кăмпи килтех

Хĕлле те каска кăмпи çитĕннине курнă-и? Муркаш районĕнчи «АГРИКО» пĕрлешӳре вăл çулталăкĕпех ашкăрса ӳсет. Вăрманта шыраса çӳресе вăхăта ирттермелле мар. Алă айĕнчех, татма кăна ан ӳркен.

8 Ака, 2015

Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе

Канаш районĕнчи Аслăялта Григорьевсем яланах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Çемьере ача-пăчана та пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă май урам тăрăх йытă хăваласа чупаймăн çав.

8 Ака, 2015

Ӳркенмесен çур миллион - кĕсьере

"Манăн килтен урама кăларса тăкмалли çӳп-çап тухмасть, - тет Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Петрович Тукмаков. - Тимĕр-тăмăра ятарласа пуçтарса çӳрекенсене парса яратăп. Пластик савăта çунтаратăп, ытти йышши кĕленчене вататăп та раствор çăрнă чухне строительствăра усă куратăп. Килтех тирпейлеме май пур чухне мĕншĕн мĕнпур çӳп-çапа урама тăкмалла?"

1 Ака, 2015

Тар тăкса тунă укçа перекетлĕ

Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер хуçалăхĕ 1999 çулта йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта вăл аталанса ура çине çирĕп тăнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхăн усă куракан çĕрĕсем 400 гектар. Çĕрулми, купăста, хăяр, томат, çĕрçырли, тырă туса илеççĕ. Пахчаçимĕçе вырăнтах тирпейлеççĕ.

25 Пуш, 2015

Çĕпĕр сиввинчен - чăваш ăшшине

Ял çĕрĕ тăрантарнă

- Хаçатра çакна вуланăччĕ: колорадо нăррине пуçтармалла, вĕтетсе тÿмелле, комбикормпа хутăштарса цесаркăсене çитермелле. Çакăн хыççăн вĕсем хăйсемех усал нăрăсене çиме тухĕç имĕш. Çавăнпа усрама пуçларăм цесаркăсене. Хальлĕхе çак кайăксем нăрăсем патне туртăннине курмастăп, анчах чăх, хур-кăвакал чĕпписене хурчкасенчен сыхлама пулăшаççĕ. Хальччен лешсем кил картине вĕçсе анса пĕчĕкскерсене туххăмрах çаклатса каятчĕç. Цесаркăсем хăйсен сассипе хăратма тытăннăранпа чĕпсем çухалма пăрахрĕç, - ăнлантарать мана ăшпиллĕ хĕрарăм.

Pages