Промышленноç ĕçченĕсен кунĕ

9 Юпа, 2015

Ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхне ачисем те ăша хывччăр

Çемье династийĕ республикăри кашни ялтах пур. Ывăлĕ - ашшĕн, хĕрĕ амăшĕн пурнăç сукмакне такăрлатма кăмăл туни ăнсăртран мар. Кĕçĕннисем çывăх çыннисен ĕçĕпе, професси вăрттăнлăхĕсемпе мĕн пĕчĕкрен паллашса ÿсеççĕ кăна мар, ăсталăха çулсерен туптаса çитĕннисемпе тан вăй хума хăнăхаççĕ.