призыв

8 Ака, 2015

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - сăваплă тивĕç

Апрелĕн 8-мĕшĕ - Çар комиссариачĕсен ĕçченĕсен кунĕ. Унсăр пуçне - çурхи призыв кунĕ те. Кăçал та вăл, ытти чухнехи пекех, апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен пыракан çак кампани вăхăтĕнче Чăваш Енри миçе каччă çара кайĕ? Малтанхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ черетлĕ призыв? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР Çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен тата ăсатакан, призыв уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Владимир ЛАМКОВПА калаçрăмăр.

20 Чÿк, 2014

Мускава, Президент полкне

Хĕсмет вырăнне вĕсене чыслăн ăсатрĕç. Çакăнта кăçал хĕсметре тăма тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Шорчекасси ял каччи Павел Григорьев та пур. Павел - 20 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕ.

27 Çĕртме, 2014

Çар тумне икĕ пин çамрăк тăхăнĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăхăт вырăнта тăмасть, шав улшăнать. Кăçалхи призывниксене нумай çĕнĕлĕх кĕтет. Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник çара кайма хатĕрленекенсен ыйтăвĕсене хуравлать.

- Кăçал пирĕн республикăри миçе çамрăк çар ретне тăрĕ?

- Планпа килĕшÿллĕн - 2 пине яхăн.

- Форма çинчен сăмах пуçарас тăк В.Юдашкин модельерăн тумĕсене çар çыннисем питех кăмăлламаççĕ тенине илтрĕмĕр. Мĕншĕн?

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

3 Ака, 2014

Каччăсем тăраççĕ çар ретне

Тăван çĕр-шыва чунтан парăннисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, тÿпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен алла хĕç-пăшал тытса çар ретне тăма пикенет: Раççейре çурхи призыв пуçланчĕ.

Pages