Каччăсем тăраççĕ çар ретне
Тăван çĕр-шыва чунтан парăннисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, тÿпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен алла хĕç-пăшал тытса çар ретне тăма пикенет: Раççейре çурхи призыв пуçланчĕ.
Утă уйăхĕн çурриччен тăсăлакан тапхăрта 1897 каччă çар тумĕ тăхăнĕ. Иртнĕ призывра 2,5 пине яхăн çамрăка çĕр-шыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçлама ăсатнă. Вулакан асăрхарĕ ĕнтĕ: çар ретне тăракансен шучĕ палăрмаллах чакнă. Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çара каякансен шучĕ федераци шайĕнче те палăрмаллах чакать: 2370 çын.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн хĕсмете тăма хатĕрлекен тата çар чаçĕсене ăсатакан пайĕн ертÿçи Сергей Козюра çакăн темиçе сăлтавне асăнчĕ. Пĕрремĕшĕ - Раççейре çар политикине виçеллĕ тума палăртнă, унпа килĕшÿллĕн контракт мелĕпе хĕсмете тăракансене ытларах хатĕрлеççĕ. Çарăн ятарлă техникин водителĕсене, кăткăс оборудовани ĕçлеттерме пултаракан специалистсене, çыхăнăвăн автоматизациленĕ тытăмĕсен операторĕсене - ку тата ытти должноçа халĕ контрактниксене çеç çирĕплетеççĕ.
Сергей Александрович çавăн пекех çурхи призывра çар тумне тăхăннисен 30 проценчĕ питĕ вăрттăн документсемпе ĕçлеме ирĕк илнине, вĕсем режимлă çар чаçĕсенче /космос, сывлăшран тапăнассинчен хÿтĕлекен çарсенче, шыв ай киммисем çинче.../ çар тивĕçне пурнăçлассине каларĕ.
С.Козюра призывниксен сывлăхĕ кашни çулах лайăхланнине уйрăммăн палăртрĕ. Сывлăха пур енлĕн тĕплĕ тĕрĕслеме, организмри ку е вăл кăлтăка çийĕнчех тупса палăртма хальхи диагностика оборудованийĕ пулăшать. «Эпĕ чирлĕ», - теме хăякансен ултавне çийĕнчех çиеле кăларать. Врач комиссийĕ витĕр тухнисен 70 проценчĕ - хĕсмете тăма /А категори/ тата юрăхлăх тĕлĕшпе чару пуррисен /Б категори/ йышĕнчен. Республикăра ку кăтарту çулсерен лайăхланать: икĕ çул каялла çара юрăхлисем 63% пулнă. Ытти 30% - психика енчен çар ретне тăма юрăхсăррисем, чăлах çуралнисем тата операци хыççăн реабилитацире шутланакансем.
Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ çамрăксене çар хĕсметне мĕнле хатĕрлени çинче те тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Ку чăннипех анлă комплекслă, чылай мероприятирен тăракан тытăм. Çав шутра - çар-патриот воспитанийĕ парасси, ДОСААФ шкулĕсемпе курсĕсенче çар специальноçĕсене алла илме пулăшасси, хăватлă техника водителĕсене хатĕрлесси... Хĕсмет вăхăчĕ çулталăк кăна пулнăран, çаксене маларах пурнăçламасан, салтакран е морякран лайăх специалист пулма çăмăлах мар. Çавăнпа та кăçалхи çурхи призывра çар тумне тăхăнакансен 20 проценчĕ - аслă пĕлÿллĕ, 1897 çамрăкран çурри ытла çарта кирлĕ специальноç илнĕ.
«Хĕсметрен пăрăнакан сахалланнине уйрăммăн палăртмалла», - терĕ пай пуçлăхĕ. Апла тăк çамрăксен ăнлавĕ те лайăх енне улшăнать. «Çар тивĕçне пурнăçласси - Конституци панă ирĕк. Пирĕн çемьере кашниех салтак пăттине çинĕ. Унашкалли тăвансен йышĕнче те нумай. Енчен хам тивĕçе чыслăн пурнăçламасан мана вĕсен умĕнче намăс пулĕ. Тата «çар хĕсмечĕ - аслă шкул» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Манăн та çав шкул витĕр тухас килет», - терĕ Шупашкарти врач комиссийĕн пĕтĕмлетĕвне кĕтекен Игорь Михайлов призывник. Эпир ăна тата ыттисене ыррине кăна сунтăмăр.
Комментари хушас