Премьера хыççăн

4 Нарăс, 2014

«Сутăн илнĕ чыс» тавра

Иртнĕ çул вĕçĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине Анатолий Хмытăн /Ефимовăн/ «Сутăн илнĕ чыс» пьесипе лартнă спектакль тухрĕ. Премьерăра çеç мар, ун хыççăн тата икĕ хут кăтартнă спектакльте те аншлаг пулчĕ. Кайран вара... «Сутăн илнĕ чысшăн» ахăр самана пуçланчĕ.