Праски Витти

16 Авăн, 2016

Праски Витти: Ача чухне ÿкерме хут та çукчĕ

РФ тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн Праски Виттин хваттерне кĕрсен хама  алерейăна лекнĕнех туйрăм — сăрă шăрши сăмсана кăтăклать, стенасем çинче картинăсем çакăнса тăраççĕ: открыткăсем, натюрмортсем, пысăккисем, вăтам калăпăшлисем, ал лаппи пеккисем те пур.