Паймит

16 Авăн, 2016

Паймит ялне пырса кĕрсен...

Тăван ялта кăмăл уçăлать, чун савăнать. Унта сывлăшĕ те уçăрах, тавралăхĕ те илемлĕрех. Поэт калашле — ялта тÿпи те кăвакрах, хĕвелĕ те хĕрÿрех. Урам варринче ÿсекен йывăçсем хăйсен ытамне илĕртеççĕ.