Парăмпа вăхăтра татăлмаллине районсемпе хуласене черетлĕ хутчен аса илтернĕ
Усă курнă энергоресурссемшĕн вăхăтра тÿлемелли пирки Чăваш Енре унччен те сăмах хускатман мар. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăн Стройминĕнче иртнĕ ларура та çавăн пиркиех калаçнăччĕ. Шăп та лăп уйăх иртсен ку ыйту патне каллех таврăнма тивнĕ.