Паллашăр: пирĕн автор

26 Утă, 2014

Çитмĕлте те... юрлать чĕре

«Чăваш хĕрарăмĕнче» çакăн пек рубрика уçăлнине вулакан асăрхарĕ ĕнтĕ. Черетлĕ номерте хастар авторăмăрпа, Элĕк районĕнчи Владимир Егоровпа, паллаштарма тĕв турăмăр. Унпа тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Владимир Степанович хăй хыççăн тусан хăварса Шураçран райцентра... скутерпа вĕçтерсе çитрĕ. Шурă кĕпепе, хура костюмпа хăй, купăсне илме те манман иçмасса!