Чăваш çĕрĕнчи Муркаш районне кĕрекен Анаткас Шатракас ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ çамрăка, икĕ Çемене Наратовпа Ялушкина, 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канаш хули урлă хĕвел тухăçнелле илсе каяççĕ. Ворошилов хули çумĕнчи Раздольный ятлă яла вырнаçтараççĕ.