Чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕ планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнни пире мăнаçлантарать. Аякри йăхташăмăрсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕ те иксĕлми. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ вĕсем. Акă Иркутск облаçĕнчи Братск хулинче пурăнакан Ирина Долговăнах илер.