Михаил Баби

4 Раштав, 2015

Республикăпа паллашнă, ыйтусене сÿтсе явнă

Виçĕм кун пирĕн республикăра Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа пĕрле малтанах Шупашкарти электротехника объекчĕсемпе паллашнă. «ВНИИР» акционерсен уçă обществи Раççей шайĕнче ĕçлет, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприяти шутланать. Унта электроэнергетика валли кирлĕ оборудование проектласа хатĕрлеççĕ, туса кăлараççĕ.