Шăхаль шăпчăкĕ
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Мария Потапова ачаранах юрлама, ташлама юратнă. Хăй вăхăтĕнче «Труд» колхозăн хорĕнче, каярахпа «Асамат кĕперĕ» ансамбльте юрланă. Халĕ те чăваш юрри-кĕввисĕр пурăнаймасть, хăйĕн пултарулăхĕпе ял-йыша савăнтарать.





Тинĕс е сăрт-ту? Шупашкарта пурăнакан Ксения Шепилева пĕр шухăшламасăрах юлашкине суйлĕ. «Тусем мана чылай çĕннине вĕрентрĕç. Сăрт-тăва е юрататăн, е çук. Кăмăлламасăр май çук паллах», — палăртать пике. Вăл спорт туризмĕпе кăсăкланать. Тулли рюкзак, ту çине анса хăпармалли ятарлă хатĕр-хĕтĕр… Вĕсемсĕр çула тухмасть хĕр. Нумаях пулмасть Ксения Чăваш Ен пĕрлештернĕ командин йышĕнче Кăркăсстанри Тянь-Шань тăва парăнтарса Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ.





