Шăхаль шăпчăкĕ

18 Пуш, 2020

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Мария Потапова ачаранах юрлама, ташлама юратнă. Хăй вăхăтĕнче «Труд» колхозăн хорĕнче, каярахпа «Асамат кĕперĕ» ансамбльте юрланă. Халĕ те чăваш юрри-кĕввисĕр пурăнаймасть, хăйĕн пултарулăхĕпе ял-йыша савăнтарать.
Мария Петровна вунă çул ытла ялти пекарньăра вăй хунă, çынсене тутлă, техĕмлĕ çăкăрпа хăналанă. Каярахпа вырăнти вăтам шкулта тирпейлÿçĕре ĕçлеме тытăннă. 30 çул халĕ унта тăрăшать. Общество ĕçне те хастар хутшăнать хĕрарăм. Спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмасть. Мăшăрĕпе Николай Ильичпа 37 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, 2 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, ĕçчен. Мария Петровна ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Çавна май Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта илнĕ пĕлÿ ăна паян та пулăшать. Пахча çимĕç çитĕнтерме те кăмăллать вăл. Çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлмест. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пирки те каласа хăварар: çывăх вăхăтра вăл хисеплĕ донор кĕнекине алла илĕ.
Шăпчăк сассиллĕ Мария куракана савăнтарать. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Вăл — Ираида Вдовина ячĕпе иртекен «Ай, юрлар-и?» республика фестивалĕн лауреачĕ.
Юрă-кĕвĕпе чунне уçать хĕрарăм. «Сцена çине тухсан хуйхă-суйхă сирĕлет, юрлас килет», — тет вăл. Ахальтен мар ваттисем: «Юрă, кĕвĕ-çемĕ — чĕре имĕ», — тенĕ.
Çакна никам та хирĕçлеймĕ.

www.hypar.ru

Светлана ФРОЛОВА, Роза ПОПОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.