Рейса тухиччен самолета ачашлаççĕ

20 Нарăс, 2020

«Эпĕ паян Армение вĕçетĕп-ха, каярах çыхăнăпăр», — Мускаври аэропортран çыру вĕçтерчĕ Дарья Чернова. Унпа кайран та çыхăнма çăмăлах пулмарĕ. Паян вăл — Гюмри хулинче Армени , ыран — Мускавра... Çак статьяна çырнă вăхăтра пике Екатеринбурга вĕçнĕ. Кашни кун — урăх хулара вăл. Мĕншĕнне тавçăртăр пулĕ: Дарья — стюардесса.

Çĕрĕпе çывăрман

Вăхăтăн ытларах пайне Дарья Чернова тÿпере ирттерет тесен те йăнăш пулмĕ. Шупашкар хĕрне ку профессие суйлама амăшĕ сĕннĕ. Вăл каланине илтсен хĕр чăннипех те тĕлĕннĕ. Ара, вăл бухгалтера вĕреннĕ, унран мĕнле бортпроводник пултăр? Çапах чунĕнче темĕнле ăшă туйăм çуралнă. Дарья тÿрех интернета кĕнĕ, бортпроводниксене хатĕрлекен шкул адресне шыраса тупнă. Унта икĕ уйăх çурă пĕлĕвне тарăнлатнă вăл. Пулас стюардессăсен сывлăхне, акăлчан чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Сывлăх тĕлĕшпе уйрăмах çирĕп, тĕрĕслевĕн вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Акăлчан чĕлхи енĕпе Дашăна ăннă: вăл ăна лайăх тĕшмĕртет, тĕп хулари 4-мĕш гимназире тарăннăн вĕреннĕ. Çапах чĕлхене пачах пĕлменнисем те бортпроводнике вĕренме пыраççĕ-мĕн. Вĕренсе пĕтерсен Дарья тÿрех ĕç тупайман, самолетра ĕçлес шухăш та пăчланнăпа пĕрех пулнă. Пĕр кунхине пĕлĕшĕнчен, унпа вăл бортпроводниксен шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ, çыру çитнĕ. Вăл собеседование йыхравланă. Унта Даша кайнă, питĕ хумханнăран алă тупанĕсем тарланă. Собеседовани хăвăрт иртсе кайнине те, «Сире ĕçе йышăнатпăр» тенине те тÿрех ăнкарса илеймен вăл.
Бортпроводниксене йывăр лару- тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине, çухалса каймалла маррине вĕрентеççĕ. Дарья стюардессăра тăватă çул ĕçлет, телее, экстремаллă условисене лексе курман. Çынсем салонра тăнне çухатни пулнă. Кун пек чухне хĕр хăйне лăпкă тытма тăрăшать, часрах пулăшма васкать. Самолетпа вĕçме хăракан çынсем стюардессăран пулăшу ыйтаççĕ. Унашкаллисене Даша тÿрех уйăрса илет: вĕсем самолета ларсан айккинелле пăхкалаççĕ, веçех сăнаççĕ тата… бортпроводник патне çывăхрах вырăн суйлаççĕ.
Пĕрремĕш вĕçевĕ асрах. Рейс умĕн вăл çĕрĕпе çывăрман. Ун чухне 20 çулти пике Мускавран Сочи хулине, кайран каялла вĕçнĕ. Тÿпере ирттернĕ 4 сехет уншăн питĕ хăвăрт иртнĕ. Кулянни те пĕр самантрах сирĕлнĕ.

Çĕнĕ çулта та ĕçлеççĕ

Стюардессăра чи чăтăмлисем çеç ĕçлееççĕ пек туйăнать. «Ĕнер каçхине рейсран таврăнтăм, паян каçхине каллех çула тухатпăр», — терĕ Дарья ĕç графикĕпе паллаштарнă май. Тепĕр чухне ирех тăма тивет. Çăмăлах мар пулин те, хĕр хăнăхнă. Хăш-пĕр çĕршывра, хулара вăхăт пĕрешкел мар, ăна та хăнăхма тивет. «Телее, эпĕ Çĕнĕ çул каçхине ĕçлесе курман. Пĕррехинче раштавăн 31-мĕшĕнче каçхи 10 сехетре киле çитнĕччĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк стюардесса. Ăçта вĕçессине экипаж ĕçченĕсем малтанах пĕлеççĕ, вĕсене графикпа паллаштараççĕ. Маршрута бортпроводниксем хăйсем те суйлама пултараççĕ.
Даша 15 çĕршыва, тĕрлĕ хулана вĕçнĕ, анчах аэропортран инçе кайса курман. Вăхăчĕ те çук: пассажирсене антараççĕ те урăххисене самолета лартса Мускава таврăнаççĕ. Командировкăсене вĕçсен вара канма, хулапа паллашма вăхăт тупăнать. Дарья отпуск вăхăтĕнче те ют çĕршыва çул тытать. Унăн чикĕ леш енне йÿнĕрех хакпа вĕçме май пур. Ку çăмăллăхпа ашшĕпе амăшĕ те усă кураять. «Хамăн ĕçĕн чи лайăх енĕ тĕнче курма май пурри тесе шухăшлатăп. Çавăнпах-тăр мана авиакомпанире ĕçлеме килĕшет. Эпир çулталăкра 70 кун канатпăр. Ют çĕршыва кăна мар, юратнă Шупашкара та килсе кайма тăрăшатăп. Кунта манăн çывăх çынсем пурăнаççĕ. Ĕçленĕ чухне тăван хулана час-часах килейместĕп. Пассажирсемпе килсен те çур сехетрен нумай тăмастпăр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

«Реальные пацаны» актерĕсемпе вĕçнĕ

Нумаях пулмасть интернетра видео куртăм: самолет туалетĕнче унитазра арçын хĕсĕнсе ларнă. «Кун пирки пĕлетĕп. Юрать, манăн рейсра пулман», — темĕнле лару-тăру та сиксе тухассине палăртса каларĕ 24-ри хĕр.
Бортпроводник хĕрĕнкĕ çынсене полици ĕçченĕсен аллине панă тĕслĕхсем пулнă: самолет тÿпене вĕçсе хăпариччен те, анса ларнă хыççăн та. Çынсемпе харкашмасăр лăпкă ларакан ÿсĕрсене тытмаççĕ паллах. Çамрăк стюардессăпа паллашас текен чылай. Самолетра кашнинпех кăмăллă калаçать, анчах çĕр çине анса ларсан паллашу çĕнĕ шая куçмасть. Ĕçтешĕсенчен хăшĕ-пĕри тÿпере вĕçнĕ чухнех савнине тĕл пулнă. «Пĕрре кăсăклă истори пулса иртрĕ. Каçчĕ. Пурте çывăраççĕ. Тăрук ман умра кушак тăнине асăрхарăм. Хăй мăрлатать. Куçа курăнать пуль терĕм. Ĕçтеш те тĕлĕнчĕ. Кушак ăçтан тупăннине тавçăраймарăмăр. Самолетра чĕр чунсене ятарлă сумкăра çеç тытма юрать, ăна уçма ирĕк çук. Кушак темле майпа хăй тĕллĕн тухнă. Хуçине тупас тесе утрăм, çывăракан пассажирсене вăратса кушак пирки пĕлтерме тиврĕ», — аса илчĕ пике.
Даша самолетра Раççейри чылай паллă çынна тĕл пулнă, анчах вĕсемпе сăмах хушман. «Лăпкă ларакан çынна чăрмантарас килмест», — ăнлантарчĕ Даша. Ĕçтешĕсем вара «çăлтăра» курсан тÿрех унпа сăн ÿкерĕнеççĕ. Дарья рейсра чухне «Реальные пацаны» сериалти актерсене час-часах курать. Вĕсем Мускавран Пермь хулине, унтан каялла нумай вĕçеççĕ. Малалла вулас...www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Дарья ЧЕРНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.