Литература çулталăкĕ

21 Утă, 2015

Константин Иванова халалласа Турцире те конференци иртнĕ

Пурнăçра тем те курăн тесе ваттисем ахальтен каламан. Лайăххи те, япăххи те тĕл пулать. Эпĕ, Тутарстанри чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ хĕрача, пурнăçăмра çавăн пек кĕтмен çитĕнÿсем пуласса пĕрре те шухăшламан. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ илекенскере мана кăçал пурнăç ăнсăртран питĕ пысăк шанăç пачĕ. Турцие вĕренме чĕнсе пирĕн пата йыхрав ячĕç, факультетран икĕ студента ют çĕршыва кайма ирĕк пачĕç.

30 Ака, 2015

«Нарспи» тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ

"Библиокаç" - çуллен йĕркелекен вулав фестивалĕ. Вăл 2012 çултанпа çĕршывĕпех иртет. Кăçал ăна Раççейри - Литература, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкĕнчи тĕп мероприятисен шутне кĕртнĕ.

29 Ака, 2015

Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Литература çулталăкĕнче, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн уявланă май та Комсомольски районĕнче пурăнакансем кĕнекепе татах та ытларах туслашасса, вулакансен йышĕ ÿсессе шанас килет.

3 Ака, 2015

Тĕллев: çамрăк талантсене тупса палăртасси

Хĕрлĕ Чутайри ял тăрăхĕсен пĕрлехи вулавăшĕнче районта çуралса ÿснĕ тата халĕ пурăнакан çыравçăсемпе тĕлпулу иртрĕ.

Чылай паллă çыравçă кун çути курнă ку тăрăхра, Петĕр Ялкир, Розин Ярандай, Александрпа Яков Угольниковсем, Иван Лисаев, Александр Трофимов кĕнекисене халăх юратса вулать. Петĕр Ялкир 1994 çулта «Хĕрлĕ Чутай çыравçисем» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ку кĕнекере вăл 35 писатель ятне асăнать.

Pages