Кун йĕркинче

13 Авăн, 2014

Анатолий КУЗЬМИН: «Республика пурлăхĕ çулленех тупăш кÿрет»

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин тивĕçĕ - çĕр лаптăкĕсемпе, куçман пурлăхпа усă курассине тухăçлă йĕркелесси, республика хыснине налук шутланман тупăш ытларах хывтарасси, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси. Ведомство ку тĕллеве мĕнле пурнăçлать-ха?

5 Пуш, 2014

Чун тени чул муклашки мар

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ял тăрăхĕнче пултăмăр. Кĕçĕн Тÿмерле ялĕн урамĕнче кашкăр пек йытăсене асăрхарăмăр та шикленнипе: «Шăлаварсăр хăвараççĕ, - терĕмĕр. - Ăçта пытанас?»

Юрать-ха, Римма Лукина ветеран пÿртĕнчен хăвăрт чупса тухса картишне кĕртрĕ. Йытăсем малалла вĕçтерчĕç. «Заря» ЯХПК çурчĕн алăкне уçрăмăр кăна - пирĕн çине пăру çÿллĕш йытă харлатса сикрĕ. Алăка вăхăтра хупса ĕлкĕртĕмĕр, Пушкăрт ял администрацийĕн çуртне кĕрсе тартăмăр.

23 Кăрлач, 2014

Юмахри пек виç акциз

Пĕлтĕр этил спирчĕ 9 % тата унран ытларах тытакан спиртăн акцизĕ кашни литр пуçне 400 тенкĕ тăнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăл 500 тенкĕпе танлашать.

Патшалăх иртнĕ çулсенче акциз хакне çуллен хăпартнă. 2015 çулта - 600, 2016 çулта 660 тенке çитерме палăртнă. Кăçал чи йÿнĕ çур литр шурă эрех 199 тенкĕрен кая пулмĕ. Пĕлтĕр 170 тенкĕччĕ.

Pages