Комментари хушас

5 Пуш, 2014

Чун тени чул муклашки мар

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ял тăрăхĕнче пултăмăр. Кĕçĕн Тÿмерле ялĕн урамĕнче кашкăр пек йытăсене асăрхарăмăр та шикленнипе: «Шăлаварсăр хăвараççĕ, - терĕмĕр. - Ăçта пытанас?»

Юрать-ха, Римма Лукина ветеран пÿртĕнчен хăвăрт чупса тухса картишне кĕртрĕ. Йытăсем малалла вĕçтерчĕç. «Заря» ЯХПК çурчĕн алăкне уçрăмăр кăна - пирĕн çине пăру çÿллĕш йытă харлатса сикрĕ. Алăка вăхăтра хупса ĕлкĕртĕмĕр, Пушкăрт ял администрацийĕн çуртне кĕрсе тартăмăр.

Кирек хăш ял-хула урамĕнче, обществăн ытти вырăнĕнче хуçасăр йытă-кушак пайтах. Этеме çыртса сусăрлатма, чир ертме пултарать. Çавăнпа ун пеккине тытса хупма е хуçине тавăрма ыйтаççĕ. Халĕчченех Раççейре çавнашкал килсĕррисене тытассине РСФСР Министрсен Канашĕн 1980 çулхи йышăнăвĕпе тата РСФСР Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, Сывлăх сыхлавĕн, Юстици, Ял хуçалăхĕн министерствисен, Роспотребсоюзăн 1981 çулхи инструкцийĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Ку ĕçе хулара, рабочи, курорт, дача поселокĕнче - коммуналлă хуçалăх, ялта потребитель кооперацийĕ пурнăçлать. Ветеринарипе санитари надзорĕн органĕ, Сунарçăсемпе пулăçсен обществи, пурăнмалли çурт-йĕр комитечĕ, обществăн ытти организацийĕ этем пăхман чĕр чуна хуптĕрлесе читлĕхе хупма пулăшать.

Федераци саккунĕсенче çын пăрахнă чĕрлĕхе тытас, вăхăтлăха хупса усрас тĕлĕшпе патшалăхпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ уçăмлă мар. Ăна РФ Патшалăх Думинче хатĕрлекен «Чĕр чунпа хутшăннă чухнехи яваплăх çинчен» саккун проектĕнче тĕплĕн çырса кăтартасса шанатпăр. Пĕрремĕш вулавпа ăна 2011 çулта йышăннă. Пĕлтĕр çын хăйĕнчен сивĕтнĕ чĕр чун умĕнчи яваплăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусене Раççей Общество палатинче сÿтсе явнă. Вăл Раççей Регион аталанăвĕпе Ял хуçалăх министерствисене çын хÿттисĕр юлнă йытă-кушака тытассипе, турттарса каяссипе, хупса усрассипе, ветеринари пулăшăвĕ парассипе, стерилизацилессипе, хуçисене çухатнă чĕр чуна палăртассипе, ăна тепĕр çынна усрама парассипе, килсĕррисене вăхăтлăха йышăнакан пункт ĕç-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма сĕннĕ. Унтанпа çулталăк иртрĕ. Çĕр-шывра хуçасăр йытă-кушак йышне йĕркелесе тăмалли нормативпа регламента çав-çавах çирĕплетмен.

Регионсенче ăна тытма, пĕр çĕре пуçтарма малашне те вырăнти влаçа шанма сĕнеççĕ. «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне килсĕррисене тытассипе, вăхăтлăха хупса усрассипе çыхăннă ыйтусене вырăнти ĕçсен шутне кĕрттересшĕн.

Республикăра ку ĕçе коммуналлă хуçалăхсене, Шупашкар хула администрацийĕн «Спецавтохозяйство» предприятине, сунарçăсен бригадисене явăçтарса пурнăçлаççĕ. Анчах прокуратура вăл федерацин вăйра тăракан саккунĕсемпе килĕшсе тăмасть тесе пĕтĕмлетрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çул çын пăхманнисене йĕркелесе тăрас тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисене хатĕрлеме комисси çирĕплетнĕ. Юпа-раштав уйăхĕсенче ирĕкри йытă-кушак шутне шайлаштарас тĕлĕшпе федераци шайĕнче халĕччен те право йышăнăвĕ туманнине шута илсе республикăн тивĕçлĕ норма-право акчĕсене хатĕрленĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра федерацин вăйра тăракан саккунĕсемпе килĕштерсе çирĕплетесшĕн.

Республикăн «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çинчен» саккунĕн 13 статйине улшăну кĕртсе Министрсен Кабинетне этем пăхман йытă-кушак хисепне йĕркелеме уйрăм тивĕç хушса памалла тесе шухăшлаççĕ. Вăл «Чăваш Республикин территорийĕнчи пăхса тăман килти чĕр чун шутне шайлаштарса тăрас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» йышăну кăларма тата чĕрлĕх хисепне йĕркелемелли, ăна тытмалли, хупса усрамалли, пурнăçне татмалли йĕркене çирĕплетме хатĕрленет. Документра этем хÿттисĕр йытă-кушака хунама парас мар тесе патшалăхăн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пурнăçламалли ĕçсене те палăртнă.

Вырăнти влаç çынсем ыйтнине шута илсе хÿтлĕхсĕррисене тытса хупма ятарлă организацие шанĕ. Положени хатĕрлекенсем хуçи чĕр чуна шыраса çав организацие пымасан, ăна тавăрма ыйтмасан патшалăхăн ветеринари учрежденине пурнăçне татма ирĕк памалла теççĕ. Тăкака республика хыснинчен уйăракан укçаран саплаштарĕç.

«Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн хăш-пĕр тивĕçне шанса парасси çинчен» саккунне те улшăну кĕртесшĕн. Унта муниципалитет районĕсен /хула округĕсен/ хăй тытăмлăх органĕсене килсĕррисен шутне шайлаштарса тăма, вĕсене шутлама тивĕç парасси пирки хушса çырĕç.

Республикăра çак саккун, Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн тата положени проекчĕсене уççăн сÿтсе яваççĕ. Вĕсене тишкерме кирек кам та хутшăнма, хăйĕн сĕнĕвне ЧР Ветеринарин патшалăх службине электрон почтăпа е çырупа ярса пама пултарать.


Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.