Комментари хушас

14 Çу, 2014

Сергей Павлов: «Пурин те лайăх пурăнас килет»

Хальччен пурнăçлани çинчен

Сиккипе мар пулин те ялти пурнăç малаллах чупать, улшăнать, çĕнелет. "Пирĕн ял пирки апла калаймăн", – тейĕç теприсем. Мĕн пуррине пĕр самантра чĕртсе тăратма юмахра пурăнмастпăр-çке. Патшалăхăн та укçи тăкăнмасть. Çавах пултарнă таран ăна ял сăн-сăпатне улăштарма ярать. 2003 çултанпа республикăра ялти социаллă пурнăçа аталантарассипе ятарлă программа пурнăçланать (кăçалтан вăл "Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" ятлă). Унăн шайĕнче тунă ĕçсемпе иртнĕ эрнере Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Пичет çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире паллаштарчĕ.

Программа пурнăçланнă тапхăрта, вун пĕр çулта, республикăра мĕн пурĕ 97,2 млрд тенкĕ тăкакланă. Вырăнти Ял хуçалăх министерстви урлă кăна федераци бюджетĕнчен 1,4 млрд тенкĕ явăçтарнă. Федерацирен илнĕ 1 тенкĕ çумне республика енчĕкĕнчен 16,7 тенкĕ хушнă. Раççейри нихăш регионра та çакăн чухлĕ тÿлемен.

Патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕпе асăннă тапхăрта ялта ĕçлесе пурăнакан 19,8 пин çемье, çав шутра 6,2 пин çамрăк çемьепе специалист, çĕнĕ çурт хăпартнă е хваттер туяннă. Унсăр пуçне пулăшу укçипе социаллă объектсем тума, пуррисене тĕпрен юсаса çĕнетме усă курнă.

2005 çултанпа 75 ялта ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекен 57 объект тунă, канализаци каяшĕсене тасатакан 6 сооружени вырнаçтарнă. 124 ялти 82 пин çынна икĕ пысăк шыв хранилищи (28 млн кубла метр вырнаçтараканскер) ырлăх кÿрет. Кире, Йĕпреç, Вăрнар поселокĕсене çĕр çийĕнчи шывпа усă курма май паракан (тасатнă хыççăн) виçĕ тытăма хута янă. 2008 çулта Патăрьел, Шăмăршă районĕсене тата Комсомольски районĕн кăнтăр енне паха шывпа тивĕçтерме пулăшакан тепĕр çĕнĕ объект тума тытăннă. Ĕçе вĕçлесен виçĕ районти 62 пин çыннăн нуши пĕтет.

Анчах ыйтăва тĕппипе татса пама малалла тăрăшмалла. Ытла та çивĕч тăрать вăл республикăра. Тĕслĕхрен, паха таса шыв ĕçекен çынсен йышĕ иртнĕ çул вĕçĕнче Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнă (Чăваш Енре – 58,1 процент, Раççейре – 59,6 процент).

Ялти çын халĕ машина-тракторсăр пурăнмасть. Апла ăна лайăх çул кирлĕ. Паянхи куна ялсен 98 процентне автомашина кĕрсе тухма пултаракан çулпа тивĕçтернĕ. 2006-2011 çулсенче кăна 863 çухрăм çул тунă тата юсанă. 531 пин ытла çын федераци тата районсене çыхăнтаракан çулсене тухма пултарнă.

Патшалăх пулăшăвĕпе 2003 çултанпа 27 çĕнĕ, хăтлă шкул çĕкленнĕ, çак шутра 20-ĕшĕ – республика субсидийĕпе.

Ял халăхĕн сывлăхне тимлес тĕлĕшпе пĕлтĕртенпе республикăра хушма программа пурнăçланма тытăннă. Фельдшер тата акушер пункчĕсене çĕре çитермелле пулсан, 23-шне хута янă.

Сывлăх çинчен калаçнă май массăллă спорт та айккинче юлмасть. Республикăри физкультурăпа спортăн 26 комплексĕнчен 21-ĕшне районсенче хăпартнă. Питех те кирлĕ тытăма анлатас тĕллевпе Патăрьелĕнче, Йĕпреçре, Комсомольскинче спорт площадкисем йĕркеленĕ тата ытти те.

Ял тăрăхĕсенчи социаллă объектсене тĕпрен юсаса çĕнетме те сахал мар укçа хывнă. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче çĕнĕ çурт-йĕр туса комплекслă аталантарассипе 2009 çултанпа республикăра пилотлă проектсем пурнăçланаççĕ. Аса илтерер, Патăрьел районĕнчи Тăрăн ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Патăрьелре, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра, Пăрачкав салинче тата Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра пĕтĕмпе 140 çурт (инженери тытăмĕпе çыхăнтарса) çĕкленет. Ку проектсене пурнăçлама федераци бюджечĕпе пĕрле республика, районсем укçа хывнă. Хальлĕхе 373,62 млн тенкĕ тăкакланă.

2009-2013 çулсенче районсенче 139 культура çуртне, сывлăх сыхлавĕн 119 учрежденине, 162 вĕрентÿ организацине юсанă. Пĕтĕмпе – 532,7 млн тенкĕлĕх, çав шутра 326,8 миллионĕ республика бюджетĕнчен, 205,9 миллионĕ районсенчен.

Ку енпе ĕçсем малашне "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" программа шайĕнче пурнăçланаççĕ.

Кăçал çĕнĕлĕхсем те пулнă. Тĕслĕхрен, вырăнти пуçарулăха пулăшасси. Çак пулăшăва Етĕрне тата Шупашкар районĕсем тивĕçнĕ.

Кунсăр пуçне Патăрьелĕнчи Шăнкăртамра тата Шупашкар районĕнчи Оппукассинче ялсене çĕнетессипе анлă ĕçсем пыраççĕ.

Иртсе пыракан çулталăкра инфратытăма çĕнетме ялсене 1913,5 млн тенкĕ çитмелле: федераци бюджетĕнчен – 414 млн, республикăран – 1499,5 млн тенкĕ.

"Республикăра халăхăн 40 проценчĕ ялта пурăнать. Ял хуçалăхĕнче кăна мар, тĕрлĕ отрасльте ĕçлет. Вĕсен пурин те тивĕçлĕ условисенче пурăнас килет, çавăнпа патшалăх тăрăшать те", – вĕçлерĕ сăмахне министр. Ун хыççăн ыйтусене хуравлама тытăнчĕ.

 

Кăсăклантарнă ыйтусем

– Çак çул валли уйăрнă 1млрд ытла тенкĕ программăна пурнăçлама çителĕклĕ-и?

– Укçа нихăçан та çитмест. Асăннă сумма хальхи тапхăрти ĕçсене пурнăçлама каять. Строительство объекчĕсене туса пĕтерме каярах укçа татах уйăрĕç. Пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх субсидине илес текен нумай. Уйăрнă укçа пурин валли те çитмест. Мускавра иртнĕ канашлура та кун пирки калаçнă. Кăçал лару-тăрăва "çемçетме" федераци суммăна 2 млрд тенкĕ ÿстернĕ. Малашне те çапла пуласса шанма май пур.

– Çурт-йĕр туянма е тума патшалăх субсидине парас йĕркере улшăнусем пур. Ăна яла куçса килекенсем те илме пултараççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех хуравлаймăр-ши?

– Çапла, яла куçас текенсен те ирĕк пур. Анчах услови тăрăх чи малтан субсидипе ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ăна тивĕçес тесен пурин те, çав шутра яла куçса килнисен те, пурăнмалли условисене лайăхлатма черете тăмалла.

– Вырăнти муниципалитетсенче çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна кĕме яланах кирлĕ чухлĕ укçа тупаймаççĕ. Бюджечĕсем чухăн.

– Ку ыйтăва нумай сÿтсе явнă. Республика ял тăрăхĕсен йывăрлăхне çăмăллатасшăн. Кăçал вĕсене хушса тÿлеттерместпĕр. Федераци тата республика укçи кăна кайĕ.

Социаллă объектсене юсаса ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарасси çинчен çакна калам. Иртнĕ çулсенче сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тытăмĕнчи объектсене тĕпрен çĕнетнĕ. Пĕлтĕр сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентÿ çурчĕсем республика тата федераци харпăрлăхне куçнăран кăçал вĕсене юсасси урăх енпе пурнăçланать. Культура тытăмĕ муниципалитетрах юлать. Пĕлтĕр вырăнти бюджетăн программăна кĕме республика уйăрнă укçа çумне хăйĕн 50 процент хушмалла пулнă тăк, кăçал 25 процентне çеç тÿлĕç.

– Патшалăх пулăшăвĕпе хăш районсем анлă усă кураççĕ?

– Кăнтăр районĕсем хастар. Çавăн пекех Вăрнар, Çĕрпÿ районĕсемпе ытти хăш-пĕр района палăртмалла. Сĕнтĕрвăрри районĕ кăçал çамрăк специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшу пач илмест. Черетре тăракан çук-мĕн. Çакна вырăнти влаç ĕçлесе çитерейменнипе кăна ăнлантарма пулать.

Тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсен, çемье фермисемпе ĕçлекенсем ятарлă программăна хутшăнса грант илесшĕн çуннине ырламалла. Тĕслĕхрен, çемье фермисене аталантарассипе кăçал конкурса 32 заявка панă. Хăшĕн проекчĕ лайăхраххине палăртма питех те йывăр. Чи малтанах хăшне хăвăртрах пурнăçа кĕртме пултарасса шута илетпĕр. 6-шне суйласа илмелле пулнă. Ку ĕçе вĕçленĕ. Тепĕр конкурса тин çеç ĕçе пуçăнакан 140 фермер заявка тăратнă. Вĕсенчен 54-шĕ кăна грант илме пултарать.

– Хуçалăхсем мелиораци тытăмĕ çине мĕнле пăхаççĕ?

– Кашни ял хуçалăх культуринех шăварса тăраймăн, анчах тупăшлăраххисемшĕн çак меслет ытлашши мар. Сăмахран, çĕр улмипе пахча çимĕçшĕн. Хуçалăхсем шăвармалли техника туянаççĕ. Ку енпе патшалăх малтан тăкакăн 30 процентне саплаштарнă пулсан, пĕлтĕртенпе – 50 процентне. Ку çеç те мар – укçана тепĕр виçĕ çуллăха та уйăрнă.

– Çĕре тарăн сухаламасăр вăрлăх акас меслет пирĕн республикăшăн мĕнлерех-ши?

– Ку меслетпе Елчĕк тата ытти хăш-пĕр районта усă кураççĕ. Республикăшăн çĕнĕлĕх мар. Хуçалăхсене ирĕксĕрлесе çак меслет çине куçараймăн. Çав вăхăтрах ресурссене перекетлемеллине пирĕн ăнланмалла. Çĕре тарăн сухаламасăр акни типĕ çанталăкра нÿрĕке упрама май парать. Унпа усă курас пулсан гербицидсемпе ытларах ĕçлеме тивет. Çав вăхăтрах Муркаш, Етĕрне районĕсенче тухăçа хими им-çамĕсĕрех ÿстерекенсем те пур. Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсенче вăрлăха тÿрех сухаламан çĕре акаççĕ. Ку меслетпе ĕçлесен пусă çаврăнăшне улăштарсах тăмалла.

– Ял хуçалăхĕнче кăçал инвестицин çĕнĕ проекчĕсем пулĕç-и?

– Паллах. Патăрьел районĕнчи "Красное знамя" хуçалăхра ферма тăваççĕ. "Батыревский" пĕрлешÿре те çĕнĕ ĕç пурнăçланать. Грант çĕнсе илнисен проекчĕсем хута кайĕç. "Юрма" агрохолдингра, "Атлашевская" чăх-чĕп фабрикинче пуçăннă ĕçсем малалла пыраççĕ, хушма цехсем йĕркеленеççĕ. Кăçал Çĕрпÿ районĕнче пысăк сĕт-çу ферми тăвасшăн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.