КЛИП’S

24 Çурла, 2018

«Карпеев хывнă çула аслăлатса пырăпăр»

Илтнĕччĕ-ха икĕ-виçĕ çул каялла Комсомольскинчи райпо канашĕн председателĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ хушшинче «хура кушак» чупса иртнине. Кăштахран сарафанлă радио урăхларах та кукăртса пĕлтерчĕ — «э-э, кушак мĕн вăл, кунта хура «бульдог» хăрлатать». Мĕн пайлайман?

15 Утă, 2016

Владимир Викторов: Кашни микрорайонтах поликлиника, шкул, ача сачĕ пулмалла

— Владимир Николаевич, эсĕ пурнăçăн чăн çулĕпе утни, çынри пахалăхсемпе хамăрăн, чăвашсен, йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнни çинчен ĕçтешĕрсенчен, юлташăрсенчен эпĕ пĕрре кăна мар илтнĕ, халĕ те илтетĕп. Вĕсем каланисенчен мана «Викторов питĕ тĕплĕ çын» тени уйрăмах кăмăла ларчĕ, чĕрем çине пĕр кашăк услам çу хунăнах туйăнчĕ. Кала-ха, çак тĕплĕлĕх мĕнрен е камран йăл илсе тымарланнă?

— Аттепе аннерен. Хамăрăн йăхран.