Кивĕ Эйпеçсем

2 Çĕртме, 2015

Кивĕ Эйпеçсем уявра савăнчĕç

Православи тĕнне ĕненекенсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Троица уявне паллă турĕç. Вăл кашни çулах Мăнкун хыççăн тепĕр 50 кунран килет, çавна май ăна "Аллăмĕш кунхи праçник" /Пятидесятница/ текенсем те пур. Библире Çветтуй Сывлăшĕн пилĕ апостолсем çине шăпах çак кун аннă тесе палăртнă.