Кăрлач уйăхĕ

10 Кăрлач, 2014

Кăрлач (январь) уйăхĕн паллисем

Кăрлач çулталăкшăн – пуç­ламăш, хĕлшĕн – варри.

Кăрлач - çулталăк хуçи, ун хыççăн ытти уйăхсем черетпе тăраççĕ.

Кăрлач уйăхĕ кашни çулах сивĕ пулмасть, енчен те иртнĕ çул вăл ăшă пулнă тăк, тепĕр çул хаяртарах пулать.

Кăрлачра тул хăвăрт çутăлсан – юр пуласса.

Кăрлачра сасă инçене ян каять – сивĕ хаярланать.

Вăрман шатăртатать – сивĕ нумай вăхăт тăрать.