Юлашки ĕмĕтне пурнăçа кĕртеççĕ
Бакура çуралса ÿснĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ Ирина Лапшина киленĕçĕ пирки сăмах хускатсан: «Эпĕ çынна пулăшма кăмăллатăп», — тет. Вăл мучипе кинемее çул урлă каçарнипе, вĕсен йывăр тиевне киле йăтса çитернипе çырлахман. Иринăна Шупашкарти онкологи диспансерĕнче сывалакансем ялан кĕтнĕ. Йывăр чирпе кĕрешекенсене хавхалантаракан пурри пуç усма паман.