Инкек

2 Çĕртме, 2016

«Кукамай, шывран ниепле те тапаçланса тухаймарăм...»

 

Çуллахи каникул çитессе ачасем яланах кĕтеççĕ. Шăрăхри киленÿпе савăнăç — шывра чăмпăлтатасси — илĕртет вĕсене. Анчах пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушă пулнине пĕчĕккисем ăнланмаççĕ. Вĕсем аслисене систермесĕр хăйсем тĕллĕн ш ыв еннелле утаççĕ.

Çулла çитсе те ĕлкĕреймерĕ — çуркунне вĕçĕ шăрăх килнĕ май республикăра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тÿрех 3 çын çапла майпа пурнăçран уйрăлнă. Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Аначкассинче 1952 çулта çуралнă арçыннăн виллине пулăçсем тупнă. Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра пĕчĕк ачасем, пиччĕшĕпе шăллĕ, путнă. Малалла вулас...

9 Ака, 2016

Ураскилтри кĕрхи хура каç, е Чăвашăн юн шайĕнчи тавăрăвĕ çинчен

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем!

Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнчен куççуль витĕр çыратăп. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче пирĕн çемьене калама çук пысăк хуйхă пырса çапрĕ, пĕр кунра икĕ ывăла çухатма тиврĕ. Пĕри пурнăçран уйрăлчĕ, теприне айăпсăрах хупса лартрĕç. Аслă суд пуличчен лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма пирĕн тăрăха пырса кайсан тата çак çырăва хаçатра пичетлесен питĕ аванччĕ.

2 Ака, 2016

Хăрах çунатпа...

Элĕк районĕнчи ку инкек пирки «Чăваш хĕрарăмĕнче» çырса пĕлтернĕччĕ. Тури Выла ялĕнче пурăнакан пĕр арçын теприне вĕлерни пирки Элĕк район прокурорĕ Эдуард Теклев хыпарланăччĕ. Нумаях пулмасть редакцие çыру çитрĕ.

3 Пуш, 2016

Пÿкле вилĕм çемьене пысăк хуйхă кÿнĕ

Пĕлтĕр утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче Ивановсен çемйине тÿсме çук пысăк хуйхă йăтăнса аннă - опекăна илнĕ Максим хăйĕн çине алă хунă. 15-ри ача пурнăçран уйрăласси пирки никампа та калаçман, алла мăйкăч тытиччен вăл нимĕн те çырса хăварман.

Pages