Икĕ ялтисем

26 Юпа, 2016

«Хам Маргарита пулнине паспорт илес умĕн пĕлтĕм»

«Телей лаша мар, тÿрĕ çулпа илсе пымасть, тилхепене те пăхăнмасть», — тенĕ ваттисем. Апла пулин 79 çулти Лидия /эпĕ çаплах çыратăп ĕнтĕ, хут çинче Маргарита пулсан та/ Такташкина хăйне телейлĕ тет.