Хĕрÿ тапхăр

4 Утă, 2014

Абитуриента мĕнле професси илĕртет?

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăри вăтам тата аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче йышăну кампанийĕ пуçланчĕ. Чăваш Енре патшалăхăн 27 учрежденийĕ çамрăксене професси вăтам пĕлĕвĕ парать, коммерциллĕ 3 учреждени тата аслă шкулсен 2 филиалĕ ку енĕпе ĕçлет.