Хаваллă ял

29 Чÿк, 2013

Ишек

Массăллă информаци хатĕрĕсем тăтăшах гиперборейсем пирки сăмах хускатаççĕ. Гиперборея çĕр-шывĕн йĕррисене те тупнă пулать, вĕсене «пайлама» тытăннă та ĕнтĕ. Чăвашсене ку енчен ăннă. Вĕсене официаллах гиперборейлатнă. Тăван халăха çурçĕрлетекенĕ - Мăн Маркара (Анаткас Марка, Çатра Марка) çуралса ÿснĕ гидрограф, геодезист К.Петров - паллă полярник, И.Папанинăн ĕçтешĕ.