Хăш парти

13 Авăн, 2016

Хăш парти программи халăха çывăхрах?

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакан политика партийĕсемпе депутат кандидачĕсем суйлавçăсене унччен хăйсен программисемпе паллаштараççĕ. Вĕсем мĕнпе кăсăклă-ха?

Депутат мандачĕшĕн кĕрешекен, РФ Патшалăх Думинче тахçанах фракци йĕр¬келенĕ темиçе парти хăйсен программи¬пе суйлавçăсене кăсăклантарас тĕллев¬пе журналистсене пухассине пĕлтермерĕ. «Единая Россия» партин республикăри уй¬рăмĕ ирттернĕ пресс-конференцире еди¬нороссем «Чăваш Ен — хăтлă пурăнакан¬сен регионĕ» программăпа паллаштарчĕç.