Культура çуртĕнче те эрех сутаççĕ
Эрех çынна ăсран кăларни пирки Константин Иванов та хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче çырнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: преступленисенчен ытларах пайĕ эрех-сăра айăпĕпе пулать. "Хаяр" шĕвек пуçа минретсен алă-ура итлемест, çилĕ хăпарать... РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнчи хыпарсене тишкерсен те çак ÿкерчĕкех куç умне тухса тăрать. Пĕрле эрех ĕçнĕ те харкашма тытăннă, ÿсĕр çын теприне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ, хĕрĕнкĕскер полици ĕçченне çыртнă... Сахал-и унта кунашкал хыпар?