Ĕмĕр сакки сарлака

4 Юпа, 2017

«Пурнăç суха пуç тытма хăнăхтарчĕ»

«Эпир, вăрçă ачисем, çултан-çул сахалланса пыратпăр. Ара, пирĕн пурнăç йывăр саманара иртрĕ-çке. Хам та çак çула çитессе шухăшламан», — калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче кун кунлакан Мария Викторова.

23 Çурла, 2017

«Турă пăхса пурăнать мана»

«Пирĕн йăхра ĕçе юратакан, ăслă-тăнлă çын нумай пулнă. Сăмахран, Мĕтри мучи чылай тапхăр ял совет председателĕнче ĕçленĕ, — тет Еншик Чуллăра пурăнакан Клеопатра Георгиева. — Атте те чаплă çĕвĕçĕ пулнă. Хăех касса кĕпе-йĕм, тумтир çĕленĕ.

14 Утă, 2016

Çур ĕмĕр - тракторпа

Ултă ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ çемьере. Паянхи вăхăта хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлса кайма та ĕлкĕрнĕ, ыттисем, çав шутра Михаил Алексеевич Суракин та, чиперех пурăнаççĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăшри ĕç ветеранĕ 77 çулта, анчах çамрăк чухнехи пек кунсерен ĕçе çÿрет, трактор рулĕ умне ларать.

9 Çĕртме, 2016

Пурнăç çулĕ – аслă çул

Репрессине лексе миçе çын шар курман-ши? Шел, çак авăртан манăн мучи, Павел Макарович Макаров та хăтăлайман. 1906 çулта, Элĕк районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче ?халĕ Муркаш районне кĕрет% йышлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл.

Элек чĕлхи – çĕлен чĕлхи

7 Ака, 2016

Кун-çул тинĕсĕ тикĕс мар

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Мария Леонтьева 1919 çулта, революци хыççăнхи ахăр саманара, Граждан вăрçи вăхăтĕнче кун çути курнă. Нумаях пулмасть вăл 97 çул тултарчĕ.

Çĕр пÿртре пурăннă

Pages