Çур ĕмĕр - тракторпа

14 Утă, 2016

Ултă ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ çемьере. Паянхи вăхăта хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлса кайма та ĕлкĕрнĕ, ыттисем, çав шутра Михаил Алексеевич Суракин та, чиперех пурăнаççĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăшри ĕç ветеранĕ 77 çулта, анчах çамрăк чухнехи пек кунсерен ĕçе çÿрет, трактор рулĕ умне ларать. Ĕç стажĕ пĕр хуçалăхра 60 çултан иртет, тракторпа 53 çул çÿрет, вĕсенчен 40 çулне - "МТЗ-80" йышшипе.

Тĕлĕнетĕр-и? Хăйĕнпе тĕл пулса калаçиччен хам та ĕненмерĕм. Ара, мана вăл механизатор кăна мар, склад заведующийĕ, заправщик пулнине /унсăр пуçне ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать/ те пĕлтерчĕ-çке. Саккăрмĕш теçеткене ура ярса пусакан çын шанчăклăхне ĕмĕр тăршшĕпе çирĕплетнĕ, ку тĕлĕшпе халĕ те ăна çитекенни çук-мĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă пиччĕшĕ-шăллĕ хушшинче çар çынни сахал мар пулнă. Салтака Оренбург облаçне лекнĕскер кайран службăра юлма та шухăшланă. Пĕр пиччĕшĕ: "Çеçенхирте мĕн курмалли пур?" - тесен шухăша хыçа хăварнă, механизатор ĕçне суйласа илнĕ. "Мĕншĕнне пĕлетĕр-и? Эпир, вăрçă хыççăнхи ачасем, питĕ йывăрпа ÿснĕ: пиçен, мăян, çĕрулми аврипе тăраннă. Тракторист вара çăкăр çинĕ, çавăнпа механизатора вĕренме кайрăм", - терĕ сăмахлама юратакан çĕр ĕçченĕ.

1962 çулта çартан таврăннă, тепĕр çулхине механизаци шкулне пĕтернĕ те тÿрех трактор çине ларнă. Малтанах хуçалăха "МТЗ-2" йышшине илсе килнĕ. Ăна Михаил Суракина шанса панă. Каярахпа парк "МТЗ-50" текеннипе пуянланнă. Унпа Михаил Алексеевич 11 çул ĕçленĕ. 1976 çулхи çурла уйăхĕнче "МТЗ-80" йышши килнĕ. Пахалăх паллипе кăларнăскер республикăра вăл вăхăтра сахал пулнине палăртать ветеран. "Кăлтăкĕсемпе кăшт кулянтарнăччĕ, ахăртнех, çавăнпа ăна ют çĕршыва яман", - çийĕнчех хушса хучĕ механизатор. Апла пулин те шăпах çак трактор уншăн чи çывăх тăван пулса тăнă. Кăçал ун рулĕ умне пуçласа ларнăранпа хĕрĕх çул çитет. Çак хушăра çĕмĕрĕлни те пулнă, анчах типтерлĕ хуçа аллинче хăйĕн сăнне, ĕçлĕхне пач çухатман темелле.

Унăн шухăшĕпе хамăр çĕршывра кăларнă çĕнĕ тракторсем вăйсăртарах та-мĕн. Уйрăмах - металл пахалăхĕпе. "Ара, Гитлер вăрçă пуçласа мĕнпур тĕнчене хăйне пăхăнтарасшăн çунчĕ, анчах ĕç тухмарĕ. Китай вара хăйĕн "çÿп-çапĕпех" тĕнчене çавăрса илчĕ. Ăçта ан пăх, чылай япалана, çав шутра саппас пайĕсене те, Китайра тунине палăртаççĕ", - пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Алексеевич.

Юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшанине тунмасть Михаил Суракин. Мăшăрĕ те, ачисем те ĕçлеттересшĕн мар, анчах хуçалăх ертÿçи Виктор Николаев сăмахĕнчен тухаймасть. Лешĕ: "Ĕçе тухмасан пушшех чирлесе каятăн", - тет те килĕшет. Пуçлăх сăмахĕсем чăна килнине хăй те аван ăнланать. Хуçалăхра вăл тракторпа çÿренисĕр пуçне халăхпа хутшăнать, калаçать, пулăшать, ырă ĕç тăвать.

Çавах та сывлăх çинчен манмасть. Аптекăра эмеле асăрханса, тĕрĕслесе туянать. Вăл е ку чире яма пултаракан хутăшсен сиенне палăртакан таблица пур унăн. Çавăнпа усă курса суйлать эмеле. Ытларах чухне халăх меслечĕпе сипленет.

Маларах склад заведующийĕ пулнă çын инсульта пула çĕре кĕнĕ. Ун хыççăн хуралтăсен уççине ветерана тыттарнă. Çапла виçĕ çул склад заведующийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлать III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ тата виçĕ хĕр ашшĕ.

Ирина НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.