Паянхи çамрăксене сăнатăн та чылай каччă хăйсен тĕп тивĕçне маннă текен шухăш патне ирĕксĕрех пырса тухатăн. Унччен салтака каясси яшсемшĕн чи хисеплĕ тивĕç пулнă. Халĕ вара каччăсем хĕсметрен мĕнле майпа хăтăлма пултарнипе мухтанаççĕ.
Нумаях пулмасть алла «Тăван Атăл» журналăн 2013 çулхи улттăмĕш номерĕ лекрĕ. Уйăхсерен тухса тăракан чăваш журналне вулама çав тери кăсăклă пулчĕ. Ман шутпа, унта паянхи чăваш литератури мĕнлерех çулпа аталанса пыни уçăмлăн йĕрленет.